Француз чӗлхи – юрату чӗлхи. Акӑлчан чӗлхи – ӗҫ-хӗл чӗлхи. Ҫармӑс шӑлатса калаҫать. Финн калаҫӑвӗ юрӑ пек илтӗнет. Чӑваш пуплевӗ вара?
Сӑвӑҫсене ӗненес пулсан пирӗн чӗлхе чӗкеҫ чӗлхи пек ҫепӗҫ. Ҫӑ-ҫӑ-ҫӑ, ҫӗ-ҫӗ-ҫӗ – ҫапла калаҫатпӑр иккен эпир.
Ку вӑл туйӑнать кӑна. Ятарласа тӗпчесе пӗлнӗ хыҫҫӑн чи тӑтӑш тӗл пулаканни шутне а, н, э (е), с, т, р, ӑ, л, ӗ, у сасӑ кӗни палӑрнӑ. Хайхи тӑтӑшлӑх черетӗнче ҫӑ валли вырӑн тупӑнмарӗ те.
Апла-и, капла-и, эпир пур пӗрех ҫӑ-ҫӑ-ҫӑ, ҫӗ-ҫӗ-ҫӗ тесе калаҫатпӑр.
Ку телефон номерӗ мар, тӗрлӗ чӗлхе алфавичӗн калӑпӑшӗ. Латин алфавичӗ 26 сас паллирен тӑрать. Эсперантӑн 28 паллӑ. Вырӑсла ҫырас-тӑвас тесен 33 сас палли кирлӗ. Пирӗн ҫырулӑх никӗсне 37 графема йӗркелет. Тутар 39 паллӑпа усӑ курать.
Камӑн ытларах?
Нимӗҫпе акӑлчан алфавичӗ АВС ятлӑ. Вырӑсла азбука е алфавит. Тутарла – элифба.
Калас пулать, сас палли пуххине пӗлтерекен пур сӑмах та пӗр пек йӗркеленнӗ – малтанхи 2 – 3 паллийӗ тӑрӑх: алфавит – альфа тата бе-та, азбука – аз хушас буки, элифба – элиф хушас ба. АВС пирки каламӑпӑр та.
Ку ҫулпа кайсан чӑваш алфавичӗн мӗн ятлӑ пулмаллаччӗ вара?
«Ку сас палли мӗн ятлӑ?» – ыйтать манран финн юлташӑм. – «Вӑ», – тетӗп эпӗ. – «Чӑнах-и?» – тӗлӗнет вӑл. – «Ҫапла», – ҫирӗплетсе калатӑп, анчах хам иккӗленме пуҫлатӑп: йӑнӑшмастӑп-ши?
Чӑваш чӗлхин энциклопеди словарӗ алӑ айӗнчехчӗ. Унта ҫырнинчен: «Вв – чӑваш алфавитӗнчи тӑваттӑмӗш сас палли. Унӑн ячӗ – «вӑ».
Юлташа мӗн тӗлӗнтернине ыйтма хӑюлӑх ҫитмерӗ. Ахӑртнех, вӑл кириллицӑри сас палли ячӗ пур чӗлхере те вырӑслах пулнине хӑнӑхнӑ. Ҫармӑсла вэ, удмуртла вэ, комилле вэ… Чӑвашла – вӑ. Мӗнле капла?
Чи ӑнӑҫлӑ ҫырулӑх ручкӑна хут ҫийӗнчен сахалтарах илсе ҫырма май парать. Пирӗн чӗлхере ҫак йӗркене хирӗҫлекен темиҫе паллӑ пур: ӑ, ё, ӗ, й, ӳ.
Ҫакна ҫитменлӗх теме ҫук. Чӑваш ҫырулӑхӗ ӑ, ӗ, ӳ сас паллисӗр хӑй илемне ҫухатать. Пирӗн ҫырулӑх йӑли ҫапла.
Чӑваш сӑмахӗ е «хытӑ», е «ҫемҫе» пахалӑхлӑ: а – е (э); ӑ – ӗ; у – ӳ; ы – и. Тупа – тӳпе, арман – эрмен, пил – пыл, йӑпан – йӗпен…
Ҫакӑнта ҫырса катартнӑ тӳр килӗве тӗпе хурса пӗр-пӗр текстӑн тепӗр вӑрттӑн пӗлтерӗшне шыраса пӑхатпӑр.
Хӑрнӑ хӗйӗр ҫынча – менӗн йет.
Выҫӑ ӑмӑт та выҫ ҫӳхетӳ.
Ҫемрӗк ӑмӑр ыртсан – мӑн йӳлеть?
Пӑр ҫӳт ӑмӑт та пӑр йӳретӳ.
Любовь Мартьянован «тӳнтер» сӑввинче нимӗнле тӳнтер пӗлтерӗш те курӑнмасть.
Сӑвви вара хитре: Хӗрнӗ хӑйӑр ҫинче – манӑн ят…
Вӑрмана кайрӑм, вӑрманта кӑмпасем! Чикмере пултӑм, Чикмере ҫармӑссем! Австралире пурӑнтӑм, Австралире кенгурусем!
Анчах чӑваш чӗлхинче нумайлӑха аффикспа кӑна мар, интонаципе те пӗлтерме пулать. Ку питӗ кӑсӑк пулӑм. Ытти чӗлхере ҫук та.
Вӑрмана кайрӑм, вӑрманта кӑмпа-а-а! Чикмере пултӑм, Чикмере ҫа-а-армӑ-ӑ-ӑс! Австралире пурӑнтӑм, Австралире кенгуру-у-у!
Чӑвашла мӗн чухлӗ нумайрах калаҫатӑн, ҫавӑн чухлӗ ытларах тӗлӗнетӗн. Тӗнче-е-е!..
Амӑшӗ балкон ҫине тухнӑ та ывӑлне чӗнет:
– Савели, каҫ пулнӑ, киле кӗр!
Ывӑлӗ:
– Аха, халех!
Савели хуравне икӗ тӗрлӗ ӑнланма пулать: чӑнах та кӗретӗп, е – кӗместӗп, халӗ ир-ха. Унӑн хуравӗн пӗлтерӗшӗ интонацирен килет. Хӑй сӑмахне Савели иронисӗр каласан килӗшӗве пӗлтерет, иронипе каласан – хирӗҫлеве. Хутшӑнура интонаци пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫынпа калаҫнӑ чухне тимлӗх кирлӗ. Унсӑрӑн ҫынна йӑнӑш ӑнланма пулать.
Кӗрет-и вара Савели киле, кӗмест-и?
Ку хӑвӑрт сӑмаха тата кӑткӑслатма пулать: хӑрхӑм хӗр хӑп-хӑрӑк та хуп-хура хурама хӑрахӑн тӑлӑх. Малалла ӑна пӗр сывлампа темиҫе хут такӑнмасӑр каласа пӑхмалла.
Пӗр шутласан чӑвашла хӑвӑрт сӑмах йӗркелеме йывӑр. Чӗлхи ҫавнашкал: уҫӑ сасӑ ҫумне хупӑ сасӑ, хупӑ сасӑ ҫумне уҫӑ сасӑ. Мӗнле хӑвӑрт сӑмах тӑвайӑн? Тӑрӑшсан пулать иккен. Тӗслӗхрен:
Ӳсӗр ӳкет, урӑ ҫӳрет. Ӳсӗрри ӳкӗ, урри ҫӳрӗ.
Сирӗн ҫӗрӗ тӗрӗсӗр-тӗр, пирӗн ҫӗрӗ тӗрӗллӗ. Сирӗн ҫӗррӗр тӗрӗсӗр-тӗр, пирӗн ҫӗррӗмӗр тӗрӗллӗ.
Вӑрӑм калав – васкав вулав.
Сӑвӑс ӑвӑса хавас.
Сып, сып сим пыл, сып сим пыл. Сим пыл сыпса сып-сыв пул.
Ҫӗр ҫамрӑк ҫӗмӗрт ҫимӗҫӗ ҫӗрӗк. Ҫӗр ҫап-ҫамрӑк ҫимӗҫӗ ҫӗп-ҫӗрӗк.
Черчен чечек пек чечен чечен. Черчен чечек пек чеп-чечен чечен.
Шӑп, шӑп, шӑпчӑк, шӑп, шӑпчӑк, шӑрчӑк сасси шӑйрӑнчӑк.
Интереслӗ кӗнеке – «Взаимовлияние языков и развитие двуязы-чия в национальной школе» (Санкт-Петербург, 1993). Авторӗ Н.Б. Экба. Вӑл ҫырать: «Слово банка вошло в чувашский язык без оконча-ния -а¬, и как известно, банка и банк в русском языке различные по смыслу слова». Ҫакна эп ку таранччен те пӗлменччӗ.
Д.Л. Брудный кӑларнӑ «Беседы о театре» кӗнеке те (Ленинград, 1983) интереслӗ мар мар: «Вот что рассказал Андрей К. – девяти-классник из города Чебоксары: «Основоположником чувашской драматургии был Константин Васильевич Иванов – автор инсцени-рованной эпической поэмы «Нарспи», ставшей нашей классикой.
Известны пьесы И.С. Максимова-Кошкинского, Я.Г. Ухсая, С.В. Эльгео. Но особенно нравится мне творчество Николая Терентьеви-ча Терентьева». Эльгео камне халӗ те ӑна илейместӗп.
Тепӗр кӗнекере тӗл пулакан йӑнӑшсене асӑрхамастӑн та. Анна Паржимиес. «Język czuwaski» (Варшава, 2000): «Вӑл вырӑнтан тӑртчӗ вӑтанчӑк кулрӗ та хытӑ ҫуртран тухрӑ; Тумтирне пӑх та пурнӑҫне пӑл; Тарӑм шухӑша путнӑ Миша урамра мӗн пурри ҫуккине асархамасӑр тенӗ пек, ерипен килнелле утрӗ; Ҫумӑр чарӑнсан хӗвел пӑхма пулларӗ».
«Das Tschuvaschische von Johannes Benzing» тӗпчевре (Висбаден, 1959) чӑвашла текст тӗл пулать: …Seminariri jӑla tӑrӑh, hušamatsӑr vӗrenekensene purne te hӑjsen tӑvan jalӗn, prihučӗn, je prestol praśnikӗn jatne kura hušamatsem panӑ. Śapla vara 12 śulhi Nikita, hӑjӗn tӑvan jalӗn vyrӑsla jačӗ tӑrӑh, Bičurinskij pulsa tӑnӑ. Bičurinskij hušamatpa vӑl Husanti Amvrosij arhiepiskopa hiseplese śyrnӑ pӗr sӑvӑ ajne kӑna alӑ pusnӑ, kajarahpa „skij“ sypӑka kӑlarsa pӑrahnӑ ta Bičurin kӑna hӑvarna…» Йоханнес Бенцинг ҫырнӑ ӗҫе темиҫе хут та вуласа тухрӑм – йӑнӑш ҫукпа пӗрех.
Йӑнӑш пур чухне те хӑрушӑ мар. Тепӗр чухне тӗлӗнмелле хитре йӑнӑшма та пулать иккен.
1697-мӗш ҫулта Шарь Перро «Кӗлпике» юмах ҫырнӑ. Вӑл ҫав хӗр урине тир-сӑрантан тунӑ пушмак тӑхӑнтартнӑ, французла – «вэр». Анчах француз чӗлхинче икӗ «вэр», тепри хрусталь пӗлтерӗшлӗ. Куҫаруҫӑ нумай шутласа тӑмасӑр пушмак пахалӑхне хрустальтен тунӑскер тесе пахаланӑ. Ҫавӑнтанпа Кӗлпике ытти йышши пушмак тӑхӑнмасть те. Тӗрӗс тӑвать.
Нимӗҫсемпе калаҫатӑп, Фрейд та Фрейд тетӗп. «Кам вара вӑл – Фрейд?» – ыйтаҫҫӗ нимӗҫсем. Эпӗ тӗлӗнсе каятӑп: «Мӗнле-ха вӗсем хӑйсен классикӗсене те пӗлмеҫҫӗ?» Вара сасӑпах калатӑп: «Зигмунд Фрейд, психоанализ никӗслевҫи». «Ах Фройд!» – савӑнӑҫлӑн хуравлаҫҫӗ нимӗҫсем...
Хӑй вӑхӑтӗнче Фрейд кӗнекисене нимӗҫлерен вырӑсла куҫарма тытӑнсан авторӗн хушаматне вырӑсла палӑртма тивнӗ. Сас паллисе-рен куҫарнӑран Freud Фрейд пулса тухнӑ. Ҫавна май хальхи вӑхӑтра нимӗҫсемпе калаҫнӑ чухне ӑнланмалӑх сиксе тухма пултарать.
Ҫав хушӑрах Didorot француз философӗн хушаматне вырӑсла илтӗнӗвӗ тӑрӑх куҫарнӑ. Эпир ӑна французсем чӗннӗ пекех Дидро тесе пӗлетпӗр.
Кобзон чӑвашла мӗнле пулать-ха эппин?
Рифкат Газизянович Ахметьянов – тутар чӗлхеҫи, ман пӗлӗш. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл тутарпа чӑваш чӗлхине танлаштарса кӗнеке те пичет-лесе кӑларнӑ.
Эпӗ Рифкат Газизянович ӗҫӗсене библиографи кӑтарткӑҫӗнче шыратӑп. Вырӑслисем кӑна курӑнаҫҫӗ. Мана тутарлисем те кирлӗ.
Тем вӑхӑтран ӑнланса илетӗп: тӗрӗс мар шыратӑп. Ахметьянов хушамата мар, Әхмәтьянов тенине пӑхмалла. Вара Әхмәтьянов юл-таш нумай-нумай тӗпчевне тутарлах ҫырнине асӑрхатӑп.
Чылай тутар икӗ хушаматпа ҫӳрет. Тутар хушшинче – тутарлипе, вырӑс хутлӑхӗнче – вырӑслипе. Эпир вырӑс тӗнӗпе пурӑнатпӑр та, пирӗн пӗтӗм ят-хушамат вырӑсла кӑна. Пур пӗр хӑш-пӗр чухне чӑваш хушшинче те иккӗлле ҫырӑнакан хушамат тӗл пулать. Сӑмахран, хамӑрла – Айхи, Хусанкай, Элкер; вырӑсла – Айги, Хузан-гай, Эльгер.
Пурнӑҫ хӑвӑртлӑхӗ ӳссех пырать. Петр Хусанкай Наталийӗ калашле «Пурнӑҫ шав вӗт малалла, ӗлкӗрес!»
Эпӗ васкаса ҫыратӑп. Кӗскетме тивет:
Чӑв. хал. ист. 6 спк. пайланать: протот., огур, оногур; ав., вӑта, ҫӗнӗ пӑлх. тпх. Тӗр-сен тӑв. ҫӗр-ш. – Тӗп Ази. Ав. чӑв. ыт. тӗр. маларах Европ. тух. кайнӑ, Вӑтам Азире, Ҫурҫ. Кавказра пурӑннӑ. Юлашк. Атӑл хӗррине килсе вырнаҫнӑ. Кунта Атӑл ҫи Пӑлх. патш. йӗркел. Ку вӑл вӑйлӑ атал. патш. пулнӑ. Пӑлх-с. ХЧЧ-не ҫывӑх чӗл-пе калаҫнӑ.
Эсир кирек мӗнле те кӗскетсе ҫырма пултаратӑр. Ку ӗҫре пӗртен-пӗр ыйтӑва ҫеҫ тивӗҫтермелле – хӑвӑр кӗскетсе ҫырнӑ текста кайран ҫӑмӑллӑн вулама пултармалла:
Чӑваш халалӑхӗн историйӗ 6 сыпӑка пайланать: прототӗрӗк, огур, оногур; авалхи, вӑта, ҫӗнӗ пӑлхар тапхӑрӗ. Тӗрӗксен тӑван ҫӗр-шывӗ – Тӗп Ази. Авалхи чӑвашсем ытти тӗрӗкрен маларах Европӑна тухса кайнӑ, Вӑтам Азире, Ҫурҫӗр Кавказра пурӑннӑ. Юлашкинчен Атӑл хӗррине кил-се вырнаҫнӑ. Кунта Атӑл ҫи Пӑлхар патшалӑхӗ йӗркеленӗ. Ку вӑл вӑйлӑ аталаннӑ патшалӑх пулнӑ. Пӑлхарсем хальхи чӑваш чӗлхине ҫывӑх чӗлхепе калаҫнӑ.
Тата стенографи пур. Вӑл ытла та кӑткӑс кӗскетӳ тытӑмӗ. Ӑна ятарласа вӗренмелле. Пӗлӳ ҫӑкӑр ыйтмасть.
Тухтӑрсем таблетки тӑрӑх эмелӗн ятне калама пултараҫҫӗ. Ку ношпа, ку фалиминт, аспирин, супрастин…
Филологсем ҫырулӑхӗ тӑрӑх чӗлхине уйӑрса илме тивӗҫ. Хӑтланса пӑхар-и?
Тӗслӗхрен, акӑ:
Ик тымык ото уло мемнан элыште,
Шога тудо ото кугу ер серыште.
Тушто ладыра деч ладыра пушенге кушкеш.
Тушто мотор деч мотор саска шочеш…
Тепӗр ҫырулӑх сыпӑкне хаклатпӑр:
C᾽est un bocage paisable dans le pays natal,
C᾽est elle, qui est debout au bord du fleuve brillant.
C᾽est là, que arbres sont les plus ombreux,
C᾽est là, que les fruits sont les plux doux…
Виҫҫӗмӗш тӗслӗх:
Бiз жақта бiр тоғай бар мүлгiп тұрған,
Жағасын айдын кѳлдiң мекен қылған.
Әуелеп сонда ѳседi алуан ағаш,
Кұшағы жемiс пенен гулге тұнған…
Тата тепре:
Тӗлӗнмелле ятлӑ тӗрленчӗк!
Пурнӑҫра тепӗр чухне вӑрттӑн ҫырупа усӑ курма пӗлни те кирлӗ. Чӑваш литературинчен илнӗ тӗслӗх:
«Микишпа Элеҫук Библи листисене уҫса хупма тытӑнчӗҫ. Пӗртак уҫкаласа кайсассӑнах листа хушшинчен темӗнле ҫыру сиксе тухрӗ. Микиш ӑна алла илсе сӑнама тытӑнчӗ.
– Ельоххӑ-воххӑ, мӗнле чӗлхепе ҫырнӑ кӑна? – ыйтрӗ вӑл юлташсенчен.
– Китайла ҫырнӑ пуль ку хута, – тавӑрчӗ Суриков мӗнле чӗлхепе ҫырнине хӑй те ӑнланаймасӑр.
– Парӑр-ха кунта. Тен, эпӗ мӗн те пулин шӑршласа пӗлӗп, – илчӗ ҫырӑва агент.
Ҫырура акӑ мӗн ҫырнӑ:
Лаша – лашан, ӳпле – ӳплен, йывӑҫ – йывӑҫӑн, ҫӗвӗҫ – ҫӗвӗҫӗн т. ыт. те. Хальхи камӑнлӑх падежӗн аффиксӗ – -ӑн, -ӗн, -н. Тахҫан авал -нӑн та камӑнлӑха пӗлтернӗ: лашанӑн, ӳпленӗн, улманӑн, кӗнекенӗн.
Аваллӑха хисеп туса эпир паян та пӗр сӑмаха камӑнлӑх падежӗнче ӗлӗкхиллех ҫыратпӑр: ҫын – ҫыннӑн. Танлаштарӑр: вӑрман – вӑрманӑн, вӑрманнӑн мар, хуран – хуранӑн, хураннӑн мар, ҫӗлен – ҫӗленӗн, ҫӗленнӗн мар.
Мӗн тӑвас тетӗн, ҫыннӑн – ҫакӑн йышши йӑлана кӗнӗ пӗртен-пӗр кӳлепе.
Камӑн? – Иванӑн, тӑванӑн, ҫыннӑн. Мӗнӗн? – Ҫурхи кунӑн, хӗрлӗ автанӑн, тарӑн суранӑн.
Ача сачӗ – шкул – вуз. Е ВУЗ? ВУЗ тени вӗт аслӑ вӗренӳ заведенийӗ пулать, вырӑсла – высшее учебное заведение. Сӑмахне кӗскетӳ мелӗ ҫине таянса йӗркеленӗ: в – высшее, у – учебное, з – заве-дение, кӗскен – вуз. Е ВУЗ?
Тахҫан ку сӑмаха чӑнах та пӗмӗмпех пысӑкран ҫырмалла пулнӑ. Нумай чӗлхере кӗскетӗве ҫапла палӑртма йышӑннӑ: МГУ, РФ, ООН, BDR, UNESCO. Вӑхӑт иртнӗҫем ВУЗ тенине пӗчӗкрен ҫырма пуҫланӑ, ҫак йӑлана офрографи словарӗнче ҫирӗплетсе хӑварнӑ. Эппин, шкул хыҫҫӑн эпир вузá вӗренме каятпӑр. Вузрá пӗлӳ пухма интереслӗ.
Вуз пек тепӗр сӑмах пур. Вӑл тюз, урӑхла каласан ҫамрӑксен театрӗ, е – театр юного зрителя. Эсир тюзá ҫӳреме юрататӑр-и? Тюзрá паян каҫ мӗнле спектакль пулать-ха?
Эпӗ автографлӑ кӗнеке юрататӑп.
Ева Лисина. «Ҫӑкӑр чӗлли»: «Именкасси ачине Именкасси хӗрӗнчен».
Иван Иванов. «У мут-влак мутер» – «Эдуард Валентиновичлан, кугу илымашым тыланен».
Перец Маркиш. «Геттори хӗр ташӑҫ» (Геннадий Айхи куҫарнӑ): «Эдуард Фомина асӑнмалӑх».
Тӑхта-ха, тетӗп хама хам, гетто тӗп падежра, ҫавӑнпа вырӑсли пекех ҫырмалла, ытти падежра вӗҫӗнчи о сас палли «чӑвашланать», ӑ пулса тӑрать: гетто – геттӑн, геттӑна, геттӑра, геттӑри; эсперанто – эсперантӑн, эсперантӑна, эсперантӑра... Апла пулсан мӗншӗн-ха кӗнеки «Геттори хӗр ташӑҫ» ятлӑ? Мӗншӗн тесен ҫапла ҫырас килет. Тӗрӗс мар паллах.
«Чӑваш» сӑмах пӗрремӗш хут MDVIII ҫулта тӗл пулать. Шупашкара MCDLXIX ҫулта никӗсленӗ. Чи малтанхи чӑваш грамматики MDCCLXIX ҫулта пичетленсе тухнӑ. Чӑваш Республикине MCMXX ҫулта йӗркеленӗ.
Малалла ыйтусем. «Чӑваш» сӑмах пӗрремӗш хут миҫемӗш ҫулта тӗл пулать? Шупашкара хӑҫан никӗсленӗ? Чи малтанхи чӑваш грамматики тухнӑранпа миҫе ҫул ҫитнӗ?
Хӑрама кирлӗ мар. Рим цифрисем вӗсем ансат вӗт. Пӗрре – I, пиллӗк – V, вуннӑ – X, аллӑ – L, ҫӗр – С, пилӗк ҫӗр – D, пин – М. Пулчӗ те. Сулахаялла ҫырни кӑларӑнать, сылтӑмалла ҫырни хушӑнать. Тӗслӗхрен: пӗрре – I, иккӗ – II, виҫҫӗ – III, тӑваттӑ – IV (урӑхла каласан, пиллӗк кӑларас пӗрре), пиллӗк – V, улттӑ – VI (пиллӗк хушас пӗрре), ҫиччӗ – VII, саккӑр – VIII, тӑххӑр – IX, вуннӑ – Х.
«Чӑваш» сӑмах пӗрремӗш хут 1508-мӗш ҫулта тӗл пулать. Шу-пашкара 1469-мӗш ҫулта никӗсленӗ. Чи малтанхи чӑваш граммати-ки 1769-мӗш ҫулта пичетленсе тухнӑ. Чӑваш Республикине 1920-мӗш ҫулта йӗркеленӗ.
Ҫӗнӗ пӗлӳ ҫирӗпрех пултӑр тесе аяларах сӗннӗ цифрӑсене Римла ҫырса пӑхма сӗнетӗп. 27, 44, 58, 65, 77, 92, 211, 773, 901, 1551, 1925, 2007. Ас тӑвӑр: тӗрӗс хуравӗ кӗнеке вӗҫӗнче.
<<
Кӑна эпир пӗлетпӗр ӗнтӗ. Чӑвашӑн та хӑйӗн цифрисем пулнӑ. Вӗсем Рим цифрисене аса илтереҫҫӗ. Анчах пӗр-пӗринпе хурӑнташлӑ теме ҫук.
Пӗрре – I иккӗ – II, виҫҫӗ – III, тӑваттӑ – IIII, пиллӗк – , улттӑ – , ҫиччӗ – , саккӑр – , тӑххӑр – , вуннӑ – X, аллӑ – , ҫӗр – , пилӗк ҫӗр – , пин – .
Пысӑк хисепе палӑртма пирӗн йӑхташсем ахаль хисеп ҫумне те-прине хушса пынӑ кӑна, кӑларас йӑла пулман. Тепӗр уйрӑмлӑх – хи-сепе сылтӑмран сулахаялла ҫеҫ ҫырни.
Чӑваш халӑхӗн 70 те 7 сӑваплӑ хисепӗ авалхи чӑвашла ҫапла ҫырӑнать: , «чӑваш» сӑмах пӗрремӗш хут 1508-мӗш ҫулта е тӗл пулать. Шупашкарпа Мускав хушши 650 е ҫухрӑм. Кӑткӑс арифметика.